Ӗмӗтне пурнӑҫлама “Перспектива“ грант пулӑшнӑ
Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи Маклашки ялӗнче пурӑнакан Алексей Обрядин ӑркай ӗрчетме пуҫланӑ. Совхоз ферми пулнӑ вырӑна йӗркене кӗртнӗ вӑл. Пулӑсем валли ятарлӑ ҫурт лартнӑ, бассейнсем тунӑ. Хуҫалӑх ӗҫӗпе Екатерина Фомина паллашрӗ.