Чăваш драма театрĕ 95 çул тултарчĕ

Константин Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх драма театрĕн кăçал юбилейлă сезон, 95 çул каялла чăваш труппине Хусанта Иоаким Максимов-Кошкинский йĕркеленĕ. Сумлă юбилее халалласа мероприятисем маларах та иртнĕччĕ ĕнтĕ, халĕ акă уява театрăн сцени çинче паллă турĕç. Артистсемпе режиссерсене, декораторсемпе костюмерсене Республика пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, тĕрлĕ регионти ĕçтешĕсем тата куракансем саламларĕç.
Back to Top