Кинофильмри пекех…

Шупашкарта çулсерен иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестиваль куракансене çĕнĕ илемлĕ ĕçсемпе тыткăнлать. Унсăр пуçне кăмăллă кĕтменлĕхсем те сиксе тухаççĕ. Хальхинче икĕ продюсер мăшăрланчĕç. Иван Горячев тата Елена Громова. Иккĕшĕ те киноӳнерте хăйсене тупнă темелле. Елена боевик, триллер, мелодрама, драма жанрĕсемпе ĕçлеме кăмăллать. «Золотой транзит», «Физрук», «След тигра» тата ытти киноĕçсенче продюсер пулса тăрăшнă. Иванпа вăл «Санкт-Петербургри блокада дневникĕ» кинофильма ӳкернĕ чухне паллашнă. Унтанпа пĕр саманта та уйрăлман, 5 çул пĕрле. Шупашкарти кинофестивальте вара икĕ çамрăк çемье çавăрма шухăшланă. Иванпа Елена мăшăрланăвĕ кинори пекех хăйне евĕрлĕ пулчĕ. Мендельсон маршĕ вырăнне – паллă кинофильмсен кĕвви. Çĕрĕсем тăхăннă хыççăн – çĕнĕ çемье çуралнине хыпарлакан сасă янăрарĕ. Çамрăк продюсерсем Чăваш Енре унччен маларах та пулнă. Пĕлтĕр вĕсем «Анне» статуэткине илме те тивĕçнĕ. Шупашкара пĕрре курсах юратрăмăр теççĕ. Малашне те хаваспах Чăваш Енĕн тĕп хулинче иртекен кинофестивале хутшăнас кăмăл пулнине пĕлтереççĕ. Чап-чап уйăхне вĕсем Санкт-Петербургра ирттересшĕн. Шупашкарта 16-мĕш хут иртекен пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте Чăваш Ен наци телерадиокомпанийĕн кинематографи служби ӳкернĕ «Пиртен пĕри» ĕçпе те паллаштарчĕç. Вăл конкурса хутшăнмасть. Унта Иван Яковлев чăваш алфавитне мĕнле хатĕрлени пирки кăтартса панă. Чĕмпĕрти арçынсен гимназийĕ, Хусан университечĕ. Пĕрремĕш йăнăшсем, умлă-хыçлă хирĕçле хаклав тата ытти те. Апла пулин те нимĕнле йывăрлăха пăхмасăр малалла талпăнни, çине тăрса малалла утăм туни тата кăмăл пысăкки çамрăк Яковлева çитĕнӳ патне илсе çитерет. 15 минута тăсăлакан фильма куракансем шыв сыпнăн итлесе ларчĕç. Чăваш фильмĕсен хăйсен уйрăм стиль пулнине палăртрĕç ют çĕршыв тишкерӳçисем.
Back to Top