Техника тăрăмне пăхсах тăмалла. Çураки, вырма пуçланиччен вĕсене тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Техника çинче мĕнле кăлтăксем пулсан механизатор талонлă пулаймасть? Тĕреслев хыççăнах инкеке лексен кам айăплă: механизатор е тĕрĕслев кăларакан инспектор? Ыйту нумай. Вĕсене Чăваш Республикин хăй тĕллĕн ҫӳрекен машинăсен тата ытти техникăн лару-тăрăвне пăхса тăрассипе ĕҫлекен патшалăх инспекцийĕн ертӳçи Владимир Димитриев уçăмлатрĕ.