Пурнăçа çĕнĕ технологисем анлăн кĕрсе пынă тапхăрта та хут çинче çырнин сумĕ чакмасть. Ăна нимĕн те улăштараймĕ. Чылайăшĕ хаçат-журнал, кĕнеке епле тухнине чухламасть те.
Полиграфистсем вара çак ĕçе чунне парса ырми-канми тăрăшаççĕ. «Чӑваш Ен» издательствӑпа полиграфи комплексӗ ĕçлеме пуçланăранпа 55 çул çитрĕ.