Курăк çулмалла, утă тумалла

Çĕр çинче ĕçлекенĕн çулла канма та вăхăт çук. Курăк çулмалла, утă хатĕрлемелле, сенаж-силос янтăламалла. Çĕр улми йăранĕсен хушшине çуртарма та манмалла мар. Паян Чăваш Енре 5 000 ытла гектар çинче «иккĕмĕш çăкăр» вăй илет. Патăрьелсем 690 гектар çинче йăрансене хăпартнă. Выльăх-чĕрлĕх валли техĕмлĕ апат хатĕрлесси те малта тăрать. Нумай çул ӳсекен курăка 49 000 ытла гектар çинче çулнă. Пĕлтĕр çак вăхăт тĕлне ку ĕçе 3 хут сахалрах лаптăк çинче пурнăçланă. Елчĕксен кăтартăвĕ пысăк – 7 000 яхан гектар çинче нумай çул ӳсекен курăк çулнă. Патăрьелсем хыççăнах хăвалаççĕ. Çав вăхăтрах Улатăр, Вăрмар, Шăмăршă, Çĕмĕрле тăрăхĕсенче пин гектар çинче те курăк çулман. Пĕр çул ӳсекеннине те тирпейлеме вăхăт çитнĕ. Республикăри 6 тăрăхра пин ытла гектар çинче çулнă ăна. Хуçалăхсенче утă янтăлаççĕ. 35 000 тонна хальлĕхе хатĕрленĕ те. Канаш тăрăхĕнче ку ĕçе 80 процент пурнăçланă. Шупашкар, Комсомольски тăрăхĕсенче кăтарту 10 процента та çитмест. Пӳлмесене сенажпа та тултараççĕ. 133 000 тонна ешĕл апат пур. Пĕлтĕр ку вăхăт тĕлне 32 000 тонна çеç хатĕрленĕ. Хальлĕхе сенаж хывма палăртнин 44 процентне пурнăçланă.
Back to Top