Республикăн кăнтăр районĕсенче уяр кунсем тăраççĕ пулсан ыттисене çумăр час-час çуни хире тухма чăрмантарать. Улатăрпа Вăрмар районĕсемсĕр пуçне пур çĕрте те кĕрхисене акма çĕр сухалаççĕ. Хальлĕхе республикипе ăна 34 пин ытла гектар хатĕрленĕ. Малта пыракансем — Çĕрпӳсем. Вĕсем 5 пин гектар çĕре кăпкалатнă.