Национальное телевидение Чувашии Цифрлл Чваш Ен

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çĕршывра 2018-мĕш çултанпа «Цифрăллă регион» проект вăй илет. Çак тапхăрта ку ыйтупа Раççейре 50 ытла стратегиллĕ сесси иртнĕ. 36 регионта проект пурнăçланать. Экспертсем Чăваш Енре те пулчĕç. Культурăпа туризмра цифра ыйтăвне аталантарасси пирки калаçрĕç вĕсем. «Икĕ çул каялла çеç культура тытăмĕнче цифровизаци кирлĕ мар тесе шухăшланă пулсан, анчах вăхăт тепĕр майлă кăтартса пачĕ», – «Культура.РФ» портал директорĕ Александр Минаев çапла каласа 2021-мĕш çултан ĕçлеме пуçланă «Пушкин картти» вăй илни çинче чарăнса тăчĕ. Ку проект федераци шайĕнче лайăх ĕçлесе кайрĕ. 2022-мĕш çулта Раççейре 6 миллион «Пушкин карттине» памалла пулнă пулсан, унăн хисепĕ палăртнинчен миллион çурă ытларах пулнă. Чăваш Енре çамрăксен 81 проценчĕ çак карттăпа усă курса тавракурăма аталантарать. Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова кунпа çеç лăпланса лармалла маррине калать, çак сесси юлнă 19 процент çамрăка та «Пушкин картти» проекта явăçтарма май памаллине палăртать. Культура тытăмне цифра çине куçарассипе тата та витĕмлĕрех ĕçлемеллине калать министр. Чăваш Республикинче ку ыйтупа лав вырăнтан тапраннă. Сăмахран, вулавăшсенче, музейсенче çĕнĕ технологисемпе ĕçлеççĕ. РОЗА ЛИЗАКОВА: «Çĕнĕ меслетсене эпир ăнланса пыратпăр, мĕншĕн тесен пĕр вырăнта тăма юрамасть ку ĕçпе. Эпир – библиотека ĕçченĕсем, автоматизаци технологине тахçанах ĕçе кĕртнĕ пулсан та çак пуçтарнă ресурссене пĕрле пуçтарса тата та меллĕрех туса пырасси пирки калаçăпăр та. Çавăнпа та паянхи калаçу питĕ усăллă тесе шутлатăп. Мĕншĕн тесен ку цифра технологисене малалли, ыран, виçмине пулса пымалли ĕçсене пăхса тухатпăр». Сессие пухăннисем тăватă ушкăна пайланса практика ĕçĕсене те пурнăçларĕç, ытти регионта вăл е ку енпе мĕнлерех ĕçленине тишкерчĕç.
Back to Top