Александра, Анастасия тата Злата тĕкĕр умĕнче капăрланса тăма юратаççĕ. Антона вара ытларах техника патĕнче курма пулать. Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи Роман Никитинпа Валерия Чучакова тăватă ачана вĕрентсе, ĕçе хăнăхтарса пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларассишĕн тăрăшаççĕ. Çул çитменнисенчен пĕри çеç – хăйсен, ыттисене опекăна илнĕ. Пултаруллă та маттурскерсем «Атăлçири ăнăçлă çемье» конкурсра регион шайĕнче çĕнтернĕ. Раççей шайĕнчи тупăшăва хутшăниччен Алина Сусметова вĕсемпе Урхас Кушкă ялĕнче тĕл пулчĕ.
Канмалла-и е ĕçлемелле – çемье яланах пĕрле. Кунта ĕçе вăл е ку тумалла тесе уйăрса лармаççĕ, пĕрле кар тăрса пурнăçлаççĕ. Ашшĕпе амăшĕ ачасене мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтараççĕ. Пĕрремĕш класран пĕлӳ илсе тухнă Антон вĕрентнине яланах ăша хывма тăрăшать. Пур ĕçе те хăнахасшăн вăл. «Ĕçлеме пĕлекен çын вилмест, пурнăçра хăйĕн вырăнне тупатех» – çак каларăша мала кăлараççĕ çемьере. Паллах, вĕренни мулран хаклă пулнине те шута илеççĕ. 3-мĕш класран пĕлӳ илсе тухнă Александра шкулта пиллĕкпе вĕренет. Роман Владимировичпа Валерия Владимировна ачасен пур пуçарăвне те ырлаççĕ. Пĕр-пĕрне хисеплеме вĕрентеççĕ. Паллах, хăйсен юратăвне те ачасене параççĕ. Çакна виçĕ хĕрпе пĕр ывăл туяççĕ, хăйсем те ашшĕ-амăшне чунтан юратнине пур чухне те палăртаççĕ. Ача садне çӳрекен Анастасия çывăх çыннисене час-час сăвă каласа савăнтарать. «Кунĕпех ача сасси, вĕсене тимлесе тăни ывăнтармасть, тепĕр майлă – малалла пурăнмалли кăмăла хăпартать», – тет машăр.
РОМАН НИКИТИН: «Нумай ачаллă ашшĕ пулма мана йывăр мар, мĕншĕн тесен манăн юратнă мăшăр пур, тĕрев пурри, питĕ аван. Нумай ача ашшĕ пулма питĕ хавас. Эпĕ ĕçе каятăп. Ĕçре хамăн ĕçсене туса килетĕп, унта урăх атмосфера. Киле килетĕн те ĕç пирки пĕтĕмпех манса каятăн, вĕсен ăшне путатăн та хĕрачисем хăйне май вĕсем пĕр чарăнми калаçаççĕ те калаçаççĕ».
Паллах, çемьери юрату та вăй-хăват парса тăрать.
ВАЛЕРИЯ ЧУЧАКОВА: «Хĕрарăма кирлĕ чи пĕрремĕш юрату. Юрату пулсан пĕтĕмпех пулать. Ачасене пăхса тăрсассăн, ачасем вĕсем амăшĕн мĕнле кăмăл, вĕсем пĕтĕмпех пире пăхаççĕ. Мĕнле эпир вĕсене пăхатпăр, шăп çавăн пек. Пирĕн кăмăл-туйăм пур тăк – вĕсен те пур. Эпир юрлатпăр тăк вĕсем те юрлаççĕ».
Чăваш Енре паян нумай ачаллă 17 000 ытла çемье шутланать. Никитинсем-Чучаковсем вара утă уйăхĕн 7-8-мĕшĕсенче республика чысне «Атăлçири ăнăçлă çемье» конкурса хӳтĕлĕç.
1 view
140
51
1 year ago 00:02:28 1
Пĕчĕк Стёпăн кун-çулĕ
1 year ago 00:02:53 14
Етĕрнере шкул ачисем музейсем тăрăх çӳреççĕ
1 year ago 00:02:32 1
«Атăлçири чи ăнăçлă çемье»
1 year ago 00:03:44 37
Çемьере юрату пулмалла
2 years ago 00:03:21 1
Амăшĕн капиталĕпе тĕрлĕ енлĕ усă кураççĕ
6 years ago 00:02:57 1
Йышпа ĕçлеме те, кукăль çиме те аван, теççĕ ку çемьере