Кире пуканне йăтакансем Раççей Кубокне хатĕрленеççĕ

Авăн уйăхĕн 25-мĕшĕнче Чăваш Ен тĕрлĕ регионти кире пуканне йăтакансене йышăнать, вĕсем раççей Кубокне илессишĕн ăмăртĕç. Республикăри пĕрлештернĕ команда сумлă çак ăмăртăва хĕрÿ хатĕрленет. Гиннес кĕнекин рекордсменĕ, Европа, тĕнче ăмăртăвĕсен чемпионĕ Борис Глинкин патне çÿрекенсемпе Регина Кубайкина тĕл пулчĕ.
Back to Top