«Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондра пысăк чĕреллĕ çынсем ĕçлеççĕ
Раççей Президенчĕн пуçарăвĕпе çĕртме уйăхĕн пуçламăшĕнче кашни регионтах «Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд уйрăмĕсем ĕçлесе кайрĕç. Вĕсен тĕп тĕллевĕ – ятарлă çар операцине хутшăнакан паттăрсене, вĕсен çывăх çыннисене юриспруденци, психологи, социаллă тата ытти енлĕ пулăшу парасси. Чăваш Енри фонда Елена Зайцева ертсе пырать. Икĕ эрне хушшинче вĕсем кама тата мĕн енĕпе пулăшса ĕлкĕрнĕ-ха?
ЕЛЕНА ЗАЙЦЕВА: «Пирĕн пата 100 ытла çын пычĕç. Тĕрлĕ шăнкăравлă ыйтусем пачĕç. Ыйтусем тĕрлĕрен пулчĕç. Социаллă пулăшу илес пирки ыйтаççĕ. Кама ятарлă укçа хушса панă япаласем кирлĕ, кама пенси енĕпе ыйтусем пур. Кама та пулсан инвалидность енĕпе йĕркелесе ямаллисем пур. Хăçан та пулсан ĕçе вырнаçма, вĕсен арăмĕсем пыраççĕ».
Раççейри «Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондăн Чăваш Енри уйрăмĕ Шупашкарти Мускав проспектĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнă. Унта пĕрлехи телефон номерĕпе шăнкăравлама май пур. Кунта социаллă координаторсем, психологсем, медицина ĕçченĕсем тата ытти специалист пулăшу ыйтма килекенсене пур енлĕн пулăшма хатĕр. Ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксемпе вĕсен çемйисене пĕр вырăнтах «пĕр чӳрече» мелĕпе кĕске вăхăтра тĕрлĕ пулăшу кӳреççĕ. Кунта тăрăшакансем ятарласа пĕлӳ илнĕ.
1 view
469
145
1 year ago 00:02:14 1
«Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисем» фонд
2 years ago 00:01:22 1
«Çĕршыв хӳтĕлевçисем» фондра пысăк чĕреллĕ çынсем ĕçлеççĕ
5 years ago 00:01:31 10
Тăван çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр
7 years ago 00:01:17 1
Çĕр шыв хÿтĕлевçисем валли паттăрлăх урокĕсем
6 years ago 00:04:01 1
Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа арçынсем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç
7 years ago 00:01:18 1
Çамрăксем çĕршыва хÿтĕлеме хатĕр
6 years ago 00:03:25 1
Çĕршыв тĕп хулинче «Ылтăн кĕркунне» курав иртет
1 year ago 00:02:39 1
Çĕнĕ çул парни
2 years ago 00:02:10 7
Пограничниксен çамрăк тусĕсем - слётра
3 years ago 00:02:34 21
Шырав отрячĕсен фестивалĕ иртрĕ
3 years ago 00:01:39 1
«Пысăк тăхтав» çĕнтерӳçисем паллă
2 years ago 00:03:05 8
Хусан чиккине çĕкленĕ
7 years ago 00:01:31 1
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă тăванĕсене халалласа
2 years ago 00:01:20 1
«Ростелеком» пĕрлешӳн çĕнĕ ертӳçĕ
1 year ago 00:02:02 1
Тăван çĕршыва хӳтелеме кайрĕç
2 years ago 00:03:25 2
«Атăл» батальона йĕркеленĕренпе пĕр çул çитрĕ
2 years ago 00:02:25 1
Çĕр çинчи пур ачан та кулмалла
7 years ago 00:02:13 1
Чăваш Енре çар комиссариачĕсем йĕркеленнĕренпе 100 çул çитнине уявларĕç