Паян Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарлă çар операцине контрактпа хăй ирĕкĕпе каякансене пĕр хутчен тӳлекен тĕрев укçипе хавхалантарасси пирки Хушу кăларнă. Республикăри çар комиссариачĕ урлă каякансене 50 000 тенкĕ пама палăртнă. Пĕлтĕрхи нарăс уйăхĕн 24-мĕшĕнчен хăй ирĕкĕпе ятарлă çар операцине кайнисене пурне те çак укçана пама йышăннă.
Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министрĕ Алена Елизарова тĕреве илмелли йĕркепе массăллă информаци хатĕрĕсенче вăй хуракансене тĕплĕн каласа пачĕ. Мобилизаципе, хăй ирĕкĕпе контракт çирĕплетсе кайнă салтаксем халь пĕр шайра шутланаççĕ.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Çак пулăшăва социаллă уйрăмсем урлă куçарса параççĕ. Ятарлă заявлени е тĕрлĕ документ пуçтарма кирлĕ мар».
Тӳлев банк картти çине çитес эрне вĕçĕнче счет çине куçма пуçланине пĕлтереççĕ Чăваш Республикин ĕçлев тата социаллă хӳтлĕх министерствинче.
АЛЕНА ЕЛИЗАРОВА: «Ку пулăшăва пĕлтĕрхи 24-мĕш февральтен контракт алă пуснă салтаксем тивĕçеççĕ. Тата халĕ салтаксем контракта çирĕплетекенсем те ку пулăшăва тивĕç пулĕç».