Çĕнĕ çулăн – çĕнĕ йĕрке. Анчах та Шупашкарти кăнтăр-хĕвел анăçĕнче пурăнакансене ăна йышăнма йывăр. Темиçе çул вĕсем хăнăхнă маршрутпа кирлĕ çĕре çӳренĕ. Анчах юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн хăрушсăрлăх ыйтăвне мала кăларса тимĕр ут хуçисене Миттов урамĕ еннелле тӳртен сулахаялла пăрăнма чарнă.
Çакнашкал улшăнусем автомашина рулĕ умĕнче ларакансемшĕн чăн-чăн чăрмав пулса тăчĕç. Çула çĕнетиччен епле çӳренĕ – çав йĕркене каялла тавăрас тесе регион ĕçне тимлекен центра çăхав тăратакансем йышланнă.
ДМИТРИЙ ОСИПОВ: «Çул çӳрев ĕçне йĕркелесси социаллă сетьсенче тата патшалăх çăмăллăхĕсемпе тивĕçтерекен порталра республикăра пурăнакансемшĕн хастарлăн çĕкленекен тема. Иртнĕ эрнере кăна регион ĕçне тимлекен центра 40 яхăн çăхав йышăннă. Пурăнакансем çул-йĕрсене пахалăхсăр палăртнине, светофорсем ĕçлеменнине, машинсене газонсем çинче лартса хăварнине пĕлтереççĕ тата çул çинче хушма паллăсем лартма ыйтрĕç. Темиçе кун хушшинче çеç Шупашкар хулин Гражданский урамĕнчи çул-йĕрсене тӳрлетесси тата тĕрĕс палăртасси пирки 10 çăхав çитрĕ. Çавна пула кунта пурăнакансем хăйсен килĕсем умне йывăрлăхсемпе çитни пирки пĕлтереççĕ».
Пуçлăхсем халăх ыйтăвне тимленĕ май çак йĕркене проектпа килĕшӳллĕн йышăннине пĕлтернĕ. Шупашкарти Анатолий Миттов урамĕ еннелле пăрăнтаракан çаврăну меллĕ, анчах та хăрушсăрлăх пĕрремĕш вырăнта пулмаллине асăрхаттарчĕç. Кашни япалан хăйĕн вăхăчĕ темелле. Çул çинчи хăрушсăрлăх автомашина рулĕ умĕнче лараканран та, çуран çÿрекенрен те килет, çавăнпа та правилăсене пурин те пĕр тан пăхăнмалла. Çул-йĕр çинче йĕркене пăхăнни инкекрен упранине асрах тытмалла.
1 view
312
73
2 months ago 00:03:49 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ “МАН ПУШКӐРТӐСТАН“ (“Мой Башкортостан“) . Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
2 months ago 00:03:50 1
ИРИНА САРИГЕЛЬ. “МОЙ БАШКОРТОСТАН“. Сл. и муз. Ирины Саригель (Ирины Сухаревой)
3 months ago 00:03:14 1
МОЙ БАШКОРТОСТАН Сл. и муз. Ирины Саригель(Сухаревой). Исп. РАДИК ВАЛЬМУХАМЕТОВ, народный артист РБ.