Сăмахпа ăста усă курса вулакан, итлекен, куракан патне хыпара вăхăтра илсе çитерекенсем, паллах, журналистсем. Пирĕн республикăра вăй хуракан журналистсем хăйсен професси кунне çулсерен кăрлач уйăхĕн виççĕмĕш канмалли кунĕнче уявлаççĕ. Ăна «Хыпар» хаçатăн пĕрремĕш номерĕ тухнипе çыхăнтарнă. Черетлĕ уяв та анлă та савăнăçлă иртрĕ.