Вăйăран инкек ан пултăр

Çуллахи каникулчен нумай та вăхăт юлмасть. Часах ачасем чуччу çинче, канса йăпанмалли вăйă хатĕрĕсемпе ярăнма пуçлĕç. Хăрушсăрлăх ыйтăвĕ кунта тĕп вырăна тухса тăрать. Республикăри аттракционсен юсавлăхне ятарлă пĕрлешӳсем тĕрĕслеççĕ. Вĕсем ĕçе пуçăннă ĕнтĕ. АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Лакрей паркĕнче 20 ытла аттракцион. Кашнин умĕнче оператор пӳлĕмĕ вырнаçнă. Вĕсем çинче аттракцион юсавлă пулнине çирĕплетекен хут пур. Ку атракцион, сăмахран, ака уйăхĕн çирĕм çиччĕмĕшĕччен ĕçлеме пултарать. Халĕ вăл тĕрĕслев тухать. Кăлтăксем пулмасан ăна çĕнĕ акт хучĕпе тивĕçтерĕç». Çак хут пулсан ашшĕ-амĕшĕсем ачисене шикленмесĕрех чуччусемпе ярăнтарма пултараççĕ. Ăна илме ансат мар. Кашни атракциона тĕплĕн тĕрĕслеççĕ специалистсем. Ларкăчсене йывăр михĕсем хунă. Кашни тимĕрĕн хулăнăшне виçеççĕ. Аттракциона пур енчен те тĕплĕн тĕрĕслеççĕ. Лакрей паркĕнче 20 вăйă хатĕрĕнчен çуррине ытла тишкернĕ. Вĕсемпе паянах ярăнма май пур. ВЛАДИМИР ДИМИТРИЕВ: «Аккредитациленнĕ организаци килсе пирĕн инспекторсемпе пĕрле çак тĕрĕслевсене ирттереççĕ. Унта юсавлăхне пăхатпăр, мĕнле штат вĕсен, вĕреннĕ çынсем ĕçлеççĕ-и? Документсем пĕтĕмпех пур-и. Çавсем пĕтĕмпех халăха курмалла, пĕлмелле, пăхмалла». Саккунпа килĕшӳллĕн çĕршыври кашни аттракцион патшалăх регистрацинче пулмалла. Ку хăрушсăрлăх шайне ӳстермеллине шанаççĕ патшалăх инспекторĕсем.
Back to Top