Ял туризмĕ Тăвайра аталанать

Тинĕс хĕрринче канни модăран тухса пырать. Юлашки вăхăтра пирĕн çĕршывра пурăнакансем ытларах ял туризмне кăмăллаççĕ. Европăра вăл тахçанах йĕркеленнĕ. Чăваш ен те халĕ туристсене хапăлласа йышăнма хатĕр. Çак кунсенче Тăвай районĕнчи Тĕмер ял тăрăхĕнче, «Паснерке» кану центрĕ савăнăçлă лару-тăрура уçăлчĕ.
Back to Top