Фарида: “Çунатăма ан хуç.“ Муз. Фарида Файзуллина, сл. В.Шихранов
1.Шур акăш пек хăпартланса
Мăшăр çунат сарас!
Çăлкуç умне анса ларса
Çак юррăма юрлас!
Хĕвел хĕртсе шăраннă чух
Ан типтĕрех çăлкуç!
Чĕрем вĕçме пикеннĕ чух
Çунатăма ан хуç!
2.Чĕр кĕмĕл пек çăлкуç шывне
Санпа пĕрле ĕçес!
Юратупа телей çулне
Санпа пĕрле иртес!
3.Эпир утас сукмак çине
Ан вырттăрах тусан!
Юратакан чĕресене
Ан тивтĕрех суран!
3 views
2107
899
1 year ago 00:04:05 3
Фарида: “Çунатăма ан хуç.“ Муз. Фарида Файзуллина, сл. В.Шихранов