🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Курăка çулман, картлашкасемпе çулсене хăюпа хупнă, астăвăм палăкне курма та кĕртмеççĕ. «Чĕмсĕр чикĕ çĕклекенсене» халалланă мемориалти çитменлĕхсем пирки социаллă тетелсенче çырнă. Лару-тăру чăнах та кăткăс-и? Çивĕч ыйтăва уçăмлатма Алексей Зотиков корреспондент Куславкка районне çула тухрĕ.
АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсене халалланă комплекса утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçрĕç. Интернет уçлăхĕнче ăна тимлĕх уйăрманнине çырнă. Эпĕ вăл сас-хурана ĕненмерĕм. Хам Куславкка районне килме штуларăм. Эпĕ икĕ уйăх каялла кунта гартензисем лартнă. Пĕрре, иккĕ, виççĕ, тăваттă, пиллĕкмĕш. Куна эпĕ хам лартнă. Вăл чĕрĕлнĕ, çурăлать. Эппин ăна такам шăварса тăнă, пăхнă».
Ытти чечексем те вăй илнĕ, ешереççĕ, куçа илем кӳреççĕ. Астăвăм комплексĕнче хĕрӳ ĕç пырать. Курăксем çулаççĕ, ваннă брусчаткăна улăштараççĕ. Ĕçсем пыни мемориала килекенсене чăрмантармасть. Ахăртнех, хăтлăх кĕртни вĕсене савăнтарать кăна.
НАТАЛЬЯ СИДУКОВА: «Кунта курăк çитĕнсе кайнă тенине вуланăччĕ. Паян кунта ĕçсем пыраççĕ. Эпĕ питĕ тĕлĕнтĕм. Маттурсем. Мемориала яланах хăтлă тытмалла».
Хăтлă, тирпейлĕ тытма тăрăшаççĕ те астăвăм комплексне. Вăхăтлăх йывăрлăхсем объекта подрядчикран Чăваш наци музейне куçарнипе çыхăннă. Кун пирки Чăваш наци музейĕн директорĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Волкова пĕлтерчĕ. «Çывăх вăхăтра ку енпе çыхăннă пĕтĕм ыйтăва татса парăпăр», – терĕ вăл.
Тылра ĕçлекенсене халалланă Раççейри пĕрремĕш мемориала халăх кашни кунах килсе çÿрет. Уçнăранпа пĕр уйăх кăна иртнĕ пулин те, икĕ пин ытла çын пулса курнă кунта. Çак вырăн çынсене астăвăм хăватлăхĕпе тата мăнаçлăхĕпе малашне те илĕртĕ.
АЛЕКСЕЙ ЗОТИКОВ: «Çĕр чăмăрĕ çинче кăтартнă чĕмсĕр чикĕ те тĕксĕмленмен, çутатать».
1 view
0
0
1 week ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 week ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе