Утă уйăхĕнче кашни çулах коммуналлă пулăшушăн тÿлев ÿсет. Часах эпир çĕнĕ хаксемпе шутланă квитанцисем илĕпĕр. Уйăх пуçламăшĕнче тарифсене палăртакан служба хисепсене пĕлтернĕччĕ. Анчах ун чухне монополипе кĕрешекен служба газшăн курттăм хака палăртманччĕ. Унсăр пуçне пĕлтĕр хытă каяша турттарнăшăн хака самай ӳстерме йышăннăран Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Олег Николаев ăна чакармалли май тупма хушнăччĕ. Паян çĕнĕ хисепсем паллă пулчĕç.