Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче ҫӗршыври Ҫемье ҫулталӑкне халалланӑ ҫӗнӗ курав уҫӑлчӗ
Унта харӑсах виҫӗ сӑрӑ ӑстин - Венера Сандомировӑпа унӑн 7 ҫул каялла пурнӑҫран уйрӑлнӑ мӑшӑрӗн, Валерий Пономарёвӑн, тата вӗсен Мария хӗрӗн - хайлавӗсемпе паллашма пулать. Экспозицие Венера Николаевна 75 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ. Хӑйшӗн ҫӗнӗ тӗнче уҫнӑ художник уйрӑм меслетпе ӗҫлет.