Тӗрлӗ регионти чӑвашсем тӑван халӑх хӑйнеевӗрлӗхне упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ ҫивӗч ыйтӑва сӳтсе явр
Чӗлхе - халӑхӑн чи пысӑк пуянлӑхӗ. Ӑна ҫухатни - хамӑра тӗп туниех. Пӗтӗм Раҫҫейри юлашки ҫырав кӑтартӑвӗсене пӑхсан тӗнчере иртнӗ вунӑ ҫулта кӑна 370 пин чӑваш чакнӑ. Ҫакӑ пӑшӑрханмалли пысӑк сӑлтав. Халех патшалӑх шайӗнче тивӗҫлӗ йышӑнусем тумасан лару-тӑру хӑрушлансах пырӗ. Ҫакна шута илсе Раҫҫейри чӑвашсен наципе культура автономийӗ Шупашкарта семинар-канашлу ирттерчӗ.