[Национальное телевидение Чувашии] Телейлĕ ачалăха халалласа

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Ехрем хуçа эткерне шыраса «Чăваш Ен тăрăх çӳретпĕр» программа пуçланнă. Шкул ачисем икĕ кун республикăри паллă вырăнсене хаклă тупра тупас тĕллевпе çула тухаççĕ. Чăваш патшалăх наци музейĕнче усламçăсен паллă династине тишкерес тĕллевпе экскурси йĕркеленĕ. Шупашкар, Чăваш Ен аталанăвне пысăк тӳпе хывнă çынсене халалласа музей ĕçченĕсем ачасем валли квест-вăйă хатĕрленĕ. Шăпăрлансен тĕрлĕ ыйтăва хуравламалла. Çак проектсене пурне те 2023-мĕш çулта иртекен телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă. Чăваш патшалăх наци музейĕнчен пуçларĕç шкул ачисем хăйсен анлă çул çӳревне. Ахальтен мар. Çак çурт XIX-мĕш ĕмĕрти архитекура палăкĕ шутланать. Ăна никĕслекенĕ Ехрем хуçа йăхĕ пулнă. Шăпах çав çын ятне пĕлмелле пулчĕ çамрăксен. Сăн ÿкерчĕксемпе усă курса революцичченхи тапхăрта, 1900-мĕш çулта, хальхи Карл Маркс урамĕ ячĕ мĕнле пулнă? Ку тата ытти кăткăс ыйтăва хуравласа кашни тупсăмра пĕрер пĕлтерĕшлĕ сас паллине шута илмелле. Вĕсене пĕрле пухса Ехрем хуçа каланă шухăша пĕлме май пулчĕ. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Эпир яланах ачасемпе ĕçлетпĕр. Эпир вĕсем валли экскурсисемсĕр пуçне, тĕрлĕ занятисем, мастер-классем пур. Çавăнпа та пурне те хапăлласа кĕтсе тăратпăр эпир». Юлия Романова тăван тăрăхри паллă вырăнсемпе паллашас тĕллевпе тĕрлĕ туризм программине яланах хутшăнма тăрăшать. Нумаях пулмасть Улатăрти музейра, Канаш районĕнчи Мăкăр кĕперĕ çинче пулса курнă. Халĕ вара наци музейĕнче тавра курăмне анлăлатма тĕллев лартнă. Шкул ачисем республикăри тĕрлĕ кĕтесрен пухăннă. Çак квест-вăййа хутшăнма чи пултаруллисене, вĕренӳре лайăх ĕлкĕрсе пыракансене суйланă. ЮЛЯ РОМАНОВА: «Ку проект пире республика çинчен культурипе, историпе паллаштарчĕ». Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче тăрăшакансем ытларах чухне ачасемпе ĕçленĕрен вĕсем валли яланах кăсăклă куравсем, уроксем, вăйăсем хатĕрлеме тăрăшаççĕ. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: “Телейлĕ ачалăх çулĕнче эпир ачасемпе тĕплĕнрех ĕçлесшĕн тесен те тĕрĕс пулать пуль. Вĕсемпе нумайрах хутшăнма пултаракан тĕрлĕрен япаласем ирттересшĕн. Сăмахран, конкурссем, унтан литература вулавĕсем. Тата пирĕн кăçалтан Сăр тăрăхĕнче ĕçлекенсене халалласа мемориал уçрăмăр вĕт-ха эпир. Унта та маршрутсем хатĕрлесе вăхăт-вăхăт илсе кайса кăтартасшăн». Унтан шкул ачисене Прокопий Ефремов ячĕллĕ бульварпа уттарса Ехрем хуçа çуртне илсе кĕчĕç. Республикăри усламçăсен паллă йăхĕ чăваш халăхне хăварнă халала шкул ачисем шыраса тупрĕç
Back to Top