[Национальное телевидение Чувашии] Çурт-йĕр ыйтăвĕ тимлĕхре

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çурт-йĕр ыйтăвĕ тимлĕхре. Чăваш Енре кăçал пурăнмалли кĕтеспе тивĕçтерме 2 миллиард тенкӗ ытла уйӑрнӑ. Кил-çурт енĕпе халăха пăшăрхантаракан ыйтусене Правительство çуртĕнче иртнĕ ларура уçăмлатрĕç. Çулталăкăн пĕрремĕш çурринче пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçлени пирки строительство министрĕ Павел Данилов каласа пачĕ. Хваттерпе тивĕçтермелли черетсенче – 57 000 ытла çемье. Ку хисеп çулталăк каяллахинчен чылай пĕчĕкрех – ун чухне списокра 61 000 ытла çемье пулнă. Канашлура тăлăхсене уйрăм тимлĕхе илесси пирки сăмах хушрĕç. Утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен çурт-йĕрпе тивĕçтермелли йышĕ 1986 çынпа танлашнă. Пысăк пайĕн, 1376 çыннăн, хваттер илмелли ирĕк пур ĕнтĕ. Вĕсен ыйтăвне татса пама пĕтĕмпе 4 миллиард тенке яхăн кирлĕ. Кăçал 659 миллион тенкĕ 315 тăлăха хваттерсемпе тивĕçтермелĕх уйăраççĕ. Нумай ачаллă çемьесене хваттерсемпе тивĕçтересси аван пырать. Çавăн пекех ипотека валли пĕр хут паракан тӳлев ăнăçлине çирĕплетрĕ. Кăçал çак тӳлев валли республика 252 миллион тенкĕ ытла уйăрать – 279 çемьешĕн хваттер туяннă чухне пысăк пулăшу пулĕ. Хăш-пĕр муниципаллă округсенче социаллă ушкăнсенчи çемьесене хваттерсемпе тивĕçтермелли контрактсене вăхăтра пурнăçламанни пăшăрхантарнине те пытармарĕç ларура. Авариллĕ çурт-йĕртен – хăтлă хваттере куçма май паракан программа шайĕнче Муркаш тата Йĕпреç муниципаллă округĕсен администрацийĕсен 2-шер лаптăк туянмалла, ку ыйтăва авăн уйăхĕччен татса памалла. Ку майпа 291 заявкăран 287 çемье контракт çирĕплетнĕ ĕнтĕ.
Back to Top