Национальное телевидение Чувашии ирп чунлисене те пулшу кирл

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Кирек хăш вăхăтра те этемлĕхĕн черчен çурри хăйĕн ăшăлăхĕпе пурнăçăн йывăр саманчĕсене çăмăлрах тӳссе ирттерме пулăшнă. Çирĕп чунлă пикесемпе хĕрарăмсене чылай чухне хăйсене те тĕрев кирлĕ. Çакна шута илсе Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕ ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксен мăшăрĕсемпе амăшĕсене пĕр чăмăра пухакан пĕрлешӳ йĕркеленĕ. Унăн пĕрремĕш тĕл пулăвне Юлия Адюкова çитсе килчĕ. Пулăшу – çумрах. Çакна ятарлă çар операцине хутшăнакансем те, вĕсен çывăх çыннисем те туйма тивĕç. Тĕл пулăва килнĕ хĕрарăмсен кашнийĕн хăйĕн шăпи, хăйĕн ыйтăвĕ. Елена Бугрован мăшăрĕ ятарлă çар операцийĕнче паттăрла пуçне хунă. Ачисене çитĕнтерме çăмăлах мар ăна. Çавăнпа та патшалăх, республика ертӳлĕхĕ кӳрекен пулăшăвăн пĕлтерĕшне никамран лайăхрах туять вăл. Халĕ хĕрарăмăн чуна уçса калаçма пĕр шухăшлă çынсем те пур. Вĕсемпе хĕрарăмсен пĕрлĕхĕнче тăтăшах тĕл пулма пулĕ. РЕНАДА ФЁДОРОВА: «Вĕсене психологсен пулăшăвĕ те питĕ кирлĕ. Пĕрле пухăнсан вĕсем, пĕрле калаçса хăйсен чунти йывăр япалисене пĕр-пĕринпе калаçса татма пултараççĕ тесе шутлатăп эпĕ, хăйсем хушшинче тĕрлĕрен ыйтусене те пĕр-пĕринпе татса параççĕ. Çавăнпа та çакăн пек мероприятисене тусах пымалла». Хĕрарăмсемпе психолог та калаçрĕ. Вăл стресс чирĕ ан ертĕр тесен чунпа тата чĕрепе «питĕрĕнсе» лармалла маррине каларĕ. Салтаксен çывăх тăванĕсем лăпкă пулсан – Тăван çĕршыв хӳтĕлевçисене те çăмăлрах-çке. Тĕл пулăва пухăннисенчен тĕрлĕ ыйту янăрарĕ. Хăшĕ-пĕрне вырăнтах татса пачĕç пулсан, теприсене вăхăт иртсен хуравпа савăнтарĕç. Хĕрарăмсен пĕрлĕхĕ этемлĕхĕн черчен çуррине лăплантарма та, шанăç парнелеме те пулăшрĕ. Малашне çакнашкал калаçусем кашни уйăхрах ирттерĕç.
Back to Top