[Национальное телевидение Чувашии] Кашни тĕпренчĕк хаклă
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Чăваш Енре çулсерен 700-е яхăн ача вăхăтсăр çуралать. Паянхи куна перинаталь центрĕсенче шур халатлисем 54 тĕпренчĕкĕн пурнăçĕшĕн кĕрешеççĕ. Вĕсенчен 16-ĕшĕн йывăрăшĕ пĕр килограм та çук. Вăхăтсăр çуралнă тата пĕчĕк йывăрăшлă ачасен пурнăçне çăлассипе Чăваш Республики малтисен ретĕнче. Паян, чӳк уйăхĕн 17-мĕшĕнче, пĕтĕм тĕнчери вăхăтсăр çуралнă ачасен кунĕнче, пирĕн пултарулăх ушкăнĕ сыватмăш ĕçченĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Ваня амăшне савнине кашни самантра кăтартма тăрăшать. Амăшĕ те ывăлне пурнăçран ытларах юратать тесен те йăнăш пулмĕ. Паян çак çутă тĕнчере вĕсенчен телейли урăх никам та çук тесе шухăшлаççĕ вĕсем. Çапах та виçĕ çул çурă каялла лару-тăру урăхларах пулнă. ЕКАТЕРИНА БЕЛКОВА: «Эпĕ виççĕмĕш ача çуратмалли çуртра выртнă. Медицина кăтартăвĕсемпе мана управăша хучĕç. Виçĕ кун малтан вăл çураличчен оранизм лăпкă марччĕ. Ачана ниме пăхмасăр упрама тăрăшнă. Тухтăрсем касса илмелле тесе йышăну турĕç. Çĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, хам çуралнă кун, Ваня çуралчĕ». 733 грамм, 33 см – Ваня 27-мĕш эрнере çуралнă. Ӳпки хăй тĕллĕн ĕçлейменнипе ăна пулăшакан хатĕрпе сывлаттарнă. Ваня çуралнишĕн Екатерина Белкова, паллах, савăннă. Çапах та ывăлшăн кĕрешме тивнĕ. Вăл пурнăçпа вилĕм хушшинче пулнă. 70 кун реанимаци уйрăмĕнче выртнă Ваня çирĕпленнĕ. Тухтăрсем ирĕк парсан, амăшĕ ун патне кашни кунах килсе çӳренĕ. Екатерина ывăлне пĕрремĕш хут уйăхра чухне алла тытнă. «Дезинфекциленĕ перчеткесемпе Ваньăна тытса тăратăп. Куçран шăпăртатса куççуль юхать. Хамăра алра тытмаллине тухтăрсем пĕрре мар каланă. Çапах хама чараймарăм» аса илет Екатерина Белкова. Ваня ерипен çирĕпленсе пычĕ. Реанимацинчен кăларсан тепĕр 20 кун амăшĕпе пĕрле вăхăтсăр çуралнисен уйрăмĕнче выртнă. Кайран тинех – тăван киле. Ашшĕ ывăлне пĕрремĕш хут виçĕ уйăхран кăна курнă. Килте те çирĕп йĕрке – кашни виçĕ сехетрен апатлантарнă, кашни ир ачана йывăрăшне виçнĕ. Халĕ Ваня ытти ачаран нимĕнпе те уйрăлса тăмасть. Кулать, вылять, савăнать, туйăмне палăртать. Ваня евĕр ачасене вăхăтсăр çуралнисем теççĕ. 22 эрнерен пуçласа 37 эрнеччен çут тĕнчене килнĕ шăпăрлансене шăпах çапла калаççĕ. Амăш чĕри айĕнчен темшĕн васкаса тухасшăн ĕнтĕ вĕсем. Вăхăтсăр çуралнисене пулăшма республикăра пĕтĕм май пур. Шупашкарта икĕ перинаталь центрĕ ĕçлет. ЕЛЕНА СКВОРЦОВА: «Пирĕн аппаратсем халь çĕнĕ. Вĕсем пурте лайăх, питĕ лайăх ĕçлеççĕ. Ачасене çирĕплетме питĕ лайах пулăшаççĕ. Кашни ача валли хайĕн кăтартусем». Вăхăтсăр çуралнă ачасен тĕрлĕ амак сиксе тухма пултарать. Вĕсене парăнтарма реанимаци уйрăмĕнче расна хатĕр пур. Ачасем сывалма пуçласан сыватмăшри уйрăм вĕсен сассипе тулать. СНЕЖАННА ПРОХОРОВА: «Ку ман тăваттăмĕш ача. Малтан икĕ хĕр те арçына ача. 34 эрнере Кирилл çуралчĕ. Никам та шухăшламан çан пек пулать тесе. Эпир кунта икĕ эрне. Кашни грамшăн савăнса пурăнатпăр. Ыран эпир киле таврăнатпăр». Алексей Зотиков, Екатерина Шиверова, Юрий Марков
3 views
26
8
1 day ago 00:01:54 1
😎 КУПИТЬ АНТЕННУ ДЛЯ ТВ КОМНАТНУЮ
1 day ago 00:17:28 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика на русском языке. Вечерний выпуск
1 day ago 00:04:01 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Чебоксарах прошел рейд по проверке газового оборудования в квартирах
1 day ago 00:02:14 1
[Национальное телевидение Чувашии] Детский сад в посёлке Новое Атлашево работает в штатном режиме
1 day ago 00:25:15 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ырă кăмăлпа. Выпуск
1 day ago 00:02:16 1
[Национальное телевидение Чувашии] Чебоксары 18-20 веков в формате 3D
1 day ago 00:01:27 1
[Национальное телевидение Чувашии] “Профессионалитет“ проект пурнăçланать
1 day ago 00:02:08 1
[Национальное телевидение Чувашии] Еженедельное совещание у Главы Чувашии
1 day ago 00:01:40 1
[Национальное телевидение Чувашии] Чăваш тĕррипе паллашрĕç
1 day ago 00:51:17 1
[Национальное телевидение Чувашии] Круглый стол. Выпуск
1 day ago 00:01:36 1
Американский футбол. НФЛ. Хайлайты. Неделя 12. Игра Майлса Гаррета
1 day ago 00:01:21 1
Американский футбол. НФЛ. Хайлайты. Неделя 12. Игра Ника Чабба
1 day ago 00:01:42 1
[Национальное телевидение Чувашии] Олег Николаев проверил готовность гидротехнических сооружений к весеннему половодью
1 day ago 00:13:17 2
Американский футбол. НФЛ. Хайлайты. Неделя 12. Стилерс - Браунс
1 day ago 00:04:36 1
Русская народная сказка Заюшкина избушка. Мультики
1 day ago 00:05:36 424
Видео от “Здравица“ Заслуженный кол-в народного тв-ва РФ
1 day ago 00:16:55 1
[Национальное телевидение Чувашии] Республика 15 01 2016 на русском языке Вечерний выпуск
1 day ago 00:02:47 1
[Национальное телевидение Чувашии] В Чувашию приехала первый заместитель министра здравоохранения России Татьяна Яковлева
1 day ago 00:04:14 2
[Национальное телевидение Чувашии] Женская династия семьи Беликовых, в рамках проекта «Молодость навсегда»
1 day ago 00:02:08 1
[Национальное телевидение Чувашии] Ыр кăмăллă пулнине кăтартма ан манăр
1 day ago 00:27:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] Çапла пултăр! Выпуск