Национальное телевидение Чувашии 13 ултах медаль тивн
🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине пула пин-пин çыннăн ачалăхĕ ытла та кĕске пулнă. Шупашкарта пурăнакан Александр Свинцов вăрçă пуçланнă çул пĕрремĕш класа çеç чупнă-ха, вăрçă вĕçленсен вара 13 çулти арçын ача аслисемпе танах Çĕнтерĕве çывхартнăшăн - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн медале тивĕçнĕ. Паян та хастар та вашават вăл. Александр Свинцовшăн хĕлле юратнă вăхăт, çамрăкранпах хĕллехи пулла килĕштернĕ вăл, халĕ те 90 çулти ватă канмалли кунсенче ывăлĕсемпе тата мăнукĕсемпе пăр çине тухма кăмăллать. АЛЕКСАНДР СВИНЦОВ: “Пулла эпир пĕчĕк чухнех юратнă. Пĕчĕк шыв юхса иртетчĕ, тытаттăмăрччĕ“. Паян Свинцовсем ку енĕпе хăйсене чăн-чăн ăста теме пултараççĕ, вăрттăнлăхне пытармаççĕ, пулă тытнă чухне нихăçан та тĕк лармаççĕ, утнăран пĕрре шăнмаççĕ, тепре выляса тăракан вăлта çине пулă лайăхрах çакланать-мĕн. Пулă яшкине пĕçерме вара Александр Васильевич никама та шанмасть. АЛЕКСАНДР СВИНЦОВ: “Малтан кăштах тăварпа сапмалла шыва яриччен, ун пек тепĕр тĕслĕрех тутă пулать“. Çулĕ сахал мар пулин те ĕçсĕр ларма юратмасть Александр Свинцов. Çак ен ун ачаранах туптаннă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă çул вăл 9 тултарнă, ашшĕ вăрçа тухса кайнă, амăшĕпе пĕрле аслă пиччĕшĕсем колхозра ĕçленĕ, килти мĕн пур ĕç пĕчĕк Саша çине тиеннĕ. Пиччĕшĕсем талăкĕпех хирте ĕçленĕрен Саша вĕсене апат çитерме çӳренĕ. Хăйсем каннă вăхăтра Сашăна суха тума ирĕк панă - арçын ача çакăншăн хĕпĕртенĕ. “Вăрçă тискерлĕхне курман эпир“, - тет вăл паян, апла пулин те 4 çул хушшинче ачаран колхоз ĕçне туллин хутшăнакан çын пулса тăнă вăл. Çавна май 5-мĕш класа сиктерме те тивнĕ. АЛЕКСАНДР СВИНЦОВ: “Тислĕк тăкма çӳрерĕмĕр, урапапа уя турттарнă, суха тунă, çав вăхăтрах лашисене хамăрах пăхнă, хамăрах тăрантарнă. Виççĕмĕш çултах колхозра суха тытнă“. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вĕçленни пирки ирхине кĕтӳ хăвалама тухсан пĕлнĕ вĕсем, ашшĕ кĕркунне таврăннă, анчах пĕр-икĕ уйăхранах амăшĕ чирлесе çĕре кĕнĕ. Ывăлĕсемпе пулă яшки çиме пуçтарăнсан та, камера умĕнче те Александр Свинцов йывăр пулнишĕн, ачан аслисемпе тан ĕçлеме тивнишĕн ӳпкелешмест. Çакна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче хастар ĕçленĕшĕн медаль çирĕплетет. Ăна вăл 13 çулта тивĕçнĕ. Ӳркенменни паян та тулли пурнăçпа пурăнма май парать ăна. Хăй вăхăтĕнче вăл купăс каланă, сăн ÿкерчĕксем тунă, паян вара пулла çӳреме вăлтасем ăсталать
1 view
10
5
1 month ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 month ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе