Национальное телевидение Чувашии Ачасене упрамалла

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Кăшăллă вирус алхассах пырать. Иртнĕ талăкра Чăваш Республикинче 1068 çын ковид-19 амакпа чирленĕ. 572-ĕшĕ сывалнă, 10-ĕшĕ чире парăнтарайман. Кăшăллă вирусăн çĕнĕ штамĕпе ытларах ачасем аптраççĕ. Омикрон паллисем грипп евĕрех пулнине палăртаççĕ шур халатлисем. Вун тăватă çулхи Даша Матюнинăн виççĕмĕш кун ӳт температури пысăк. Вăл чакманнипе амăшĕ ăна больницăна илсе килнĕ. «Виçĕ-тăватă çул ĕнтĕ хĕрĕм сайра чирлетчĕ. Аптрасан та хăвăрт иртсе каятчĕ. Хальхинче вара кĕлетке температури пысăк пулни, вăрахчен анманни шиклентерчĕ», – пĕлтерет Даша амăшĕ Екатерина Валентиновна. АЛЕВТИНА ПУШКИНА: «Ачасен хушшинче чирлекенсем нумайлансах пыраççĕ. Çав вăхăтра гриппа та, ОРВИпе те чирлеççĕ. Тухтăрсен ĕçĕ тата нумайланчĕ. Кунне 100 ытла пациент йышăнатпăр. Çав вăхăтра приемсенче те вызовсенче». Медицина тытăмĕнче 30 çул ытла ĕçлекен Алевтина Пушкина Дашăн вируслă чир пулнине палăртрĕ, сывалма эмелсем çырса пачĕ. «Тухтăр сĕннине пурнăçлатпăр. Çапах та чи шанчăклă мел, ман шутпа, – вакцинаци», – шухăшне калать Екатерина Матюнина. «Даша сывалсан кăшăллă вирусран та прививка тăвăпăр», – пĕлтерет вăл. Чир паллисем тĕрлĕрен пулаççĕ. Сăмахран, икĕ çемьере пĕр вăхăтрах тантăшсем чирленĕ. Иккĕшĕ те пĕр евĕр аптранă – 39 градус ӳт температури, вăйсăрлăх, пуç ыратать, ӳслĕкпе сунас çук. ТАТЬЯНА МАРКОВА: «Икĕ ачи те классра контактра пулнă кăшăллă чирпе чирлисен хушшинче. Тĕлĕнмелле, пĕр ачин грипп кăшăллă чир анализĕ отрицательный килчĕ. Тепĕр ачин – положительный. Симптомĕсем пĕр пекех. Тĕлĕнмелле». Чăнах та, тĕлĕнмелле. Паллисем пĕр евĕр – чирĕ расна. Çакна шута илсе килте сипленме сĕнмеççĕ шур халатлисем. Сывлăха вăйлăрах сиен кӳме пултарассине палăртăççĕ вĕсем. Эппин, чи пĕлтерĕшли чире тĕрĕс палăртасси. Ку сиплеве те çăмăллатать, вăхăта та перекетлет. ОЛЕСЯ ИВАНОВА: «Ку аппаратпа эпир ачасене юн тĕрĕслетпĕр биохими кăтартăвĕсене. Холестирин глюкоза тата ыттисем те. Ку аппарат сехетре 200 тест тăвать. Кунта пирĕн халь 24 ачан юнне лартнă». Хулари 2-мĕш ача больницин инфекци стационарĕнче 140 ача выртать. Кашнин шăпи тĕрлĕрен, пĕр чире хирĕç кĕрешни вĕсене пĕрлештерет. Омикрона ачасем аслăраххисенчен çаклатаççĕ палăртаççĕ тухтăрсем. Амăшĕ аптăранă, унăн ӳпки 80 процент шыçнă. Шăпăрланĕ те сыватмăшра, иккĕшĕ те кислород уçланипе сывлаççĕ, анчах та уйрăм стационарсенче. СВЕТЛАНА ГОРДЕЕВА: «Реанимацинче выртакан ачасенчен кашни кун ирхине пӳрнерен юн илетпĕр. Çав юна çакăнтах тĕрĕслетпĕр». Ачасем дистант мелĕпе вĕренни чирлекенсен хисепне кăштах чакарчĕ. Çапах та сыхлăх хатĕрĕсем малашне те тĕп вырăнта пулмаллине тепĕр хут аса илтереççĕ шур халатлисем. Алексей Зотиков, Бахтияр Велиев
Back to Top