Пукане театрӗ Раҫҫейри “Ылтӑн маска“ наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ
Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Мускавран ҫитӗнӳпе таврӑнчӗ: республика историйӗнче пӗрремӗш хут пирӗн спектакль Раҫҫейри “Ылтӑн маска“ наци премийӗн лауреачӗ пулса тӑнӑ, Борис Манджиев лартнӑ “Лир патша“ классика хайлавӗ “Чи лайӑх художник ӗҫӗ“ номинацире мала тухнӑ.