DIVA & Irina Shorkina - Prrekhinche / Live
ПӖРРЕХИНЧЕ ҪУРХИ ЛӐПКӐ КАҪ
Чӑваш халӑх юрри
Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ
Пуҫтарӑнсан анне килӗнче
Хавасла куккук юрӑ юрласа
Килсе ларчӗ хурӑн тӑррине
Ан хуҫӑр-ха хурӑн тӑррине
Куккук ӑҫта ларса авӑтӗ
Ан хуҫӑр-ха анне кӑмӑлне
Эпир кайсан кампа йӑпанӗ
Виҫҫӗллӗн явнӑ чӗн йӗвенне
Мӗншӗн сӳтӗлмелле тунӑ-ши?
Ҫиччӗн ҫуралсан пӗр килте ӳссе
Мӗншӗн уйрӑлмалла тунӑ-ши?
Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ
Пуҫтарӑнсан анне килӗнче
Ах, тӑван анне, куҫҫуль юхтарса
Хурлӑхлӑн ӑсатрӗ вӑл пире