🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Тăван çĕpшывăн Аслă вăpçи вăxăтĕнче Чăваш Eнре стрелоксен 139-мĕш тата 324-мĕш дивизизисене йĕpкeленĕ. Республикăра “Aтăл“ наци батальонне йĕpкeлени - çaк ырă йăласене малалла тăсни. Кун пирки Чăваш Eн Пуçлăxĕ Олег Николаев Оренбург облаçĕнче ĕçлĕ çyлçÿpeвре пулнă май каларĕ. Урал юханшыв тăрăхĕнче вăл батальон хастарĕсемпе тĕл пулчĕ. Кунта вĕсем Украинăра пыракан ятарлă çар операцине хутшăнма кайма хатĕрленеççĕ. Оренбург тăрăхĕнчен пирĕн ĕçтеш Алексей Зотиков хыпарлать.
«Атăл» батальона кашниех хăйĕн ирĕкĕпе, чун туртнипе килнĕ. Тăшман тăван çĕршыва тапăнас хăрушлăх пысăк пулнипе арçынсем алла пăшал тытма шутланă. Хаяр эшкере вăл пиртен инçе чухнех тĕп тумаллине палăртаççĕ вĕсем.
- Спецоперци пуçлансанах чунра темĕн каймалла тет. Эпĕ никама та каламарăм тăвансене. Пуçтарăнтăм та военкомата кайрăм.
Медицина тĕрĕслевĕ тухсан, кирлĕ хутсене пуçтарсан арçын «Атăл» батальона лекнĕ. Килтисене вăл ыран каймалла тесен анчах пĕлтернĕ.
- Ман виçĕ ача, çавăнпа çĕршыва сыхлама кайма шутларăм. Каймарăмăр тăк, пăхса ларсан, çак япала пирĕн пата килме пултарать.
Хаяр эшкерпе çапăçма каякансен çемйисене республика тĕрлĕ енлĕ пулăшма тăрăшать. Ачасене Чăваш Ен Пуçлăхĕн ятарлă стипендипе тивĕçтерĕç, шкулта икĕ хут вĕри апат тӳлевсĕр çитерĕç. Енчен те шăпăрлансем ача садне çӳреççĕ пулсан, мĕнле тĕрев пулать? Ача садне çӳременнисене республика мĕнле пулăшать? Аслă шкула вĕренме кĕме çăмăллăхсем пулаççĕ-и? Республика ертӳçи килнипе усă курса чылай ыйтăва уçăмлатма тăрăшрĕç батальон хастарĕсем.
“Пĕр çемье те тĕревсĕр юлмĕ. Кашнинех пулăшăпăр“, - терĕ Олег Николаев. - Тăван çĕршыв валли хаклă ыйтусене пурнăçа кĕртсе пыма килĕшни питĕ кирлĕ. Эпир пĕлепĕр ĕнтĕ, унчченхи вăхăтра та пирĕн чăвашсем яланах Совет Союзĕнче пурăнакан нумай халăхпа пĕрле фашистсемпе питĕ хастаррăн çапăçма пултарнă. Эпĕ эсир çакăн пек ĕçе питĕ тивĕçлĕ туса пырасса шанатăп. Чăваш Ен хастарĕсем тĕл пулупа кăмăллă юлнине палăртрĕç. Çывăх çынсем хӳтлĕхре пулсан вĕсене тăшмана çĕнтерме те ансатрах. Алексей Зотиков, Юрий Марков
1 view
0
0
6 days ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
6 days ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе