[Национальное телевидение Чувашии] Чăннипех те хула

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Уявсем иртсе кайрĕç пулин те Çĕрпӳ хулинче савăнăç туйăмĕ малалла пырать. Паян кунта виçĕ хутлă, 240 шăпăрлана йышăнакан ача садне уçрĕç. Çĕнĕ çурта пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те çитсе курчĕ. «Чечеклĕ хула» теççĕ ăна хайсен хушшинче садикре ĕçлекенсем. Çĕнĕ ача сачĕ – çутă, ăшă, савăнăçлă. «Кĕрсен тухас та килмест. Ачасем те хаваспах çӳреççĕ», – пĕлтереççĕ кунта ĕçлекенсем. Татьяна Павловăн ывăлĕ те, Ваня, çак ача садне çӳрет. Амăшĕн сăмахĕпе вăл юрлама, ташлама, бассейнра ишме юратать. ТАТЬЯНА ПАВЛОВА: «Манăн ача роботехника кружокне çӳрет. Пирĕн садикре тĕрлĕрен конструкторсем пур. Схемăсем тăрăх, тĕрлĕрен роботсене пуçтаратпăр. Кайран вĕсене чĕртетпĕр программăпа. Пирĕн пультпа ĕçлекен роботсем те пур. Тата пирĕн планшетпа программа тумалли роботсем те пур». Садикре ултă уйăхран пуçласа çулталăк тултарманнисен ушкăнĕ те пур. Хальлĕхе вĕсем тăватă шăпăрлан кăна. Çапах йыш хушăнса пырасса иккĕленмеççĕ кунта. Ачасемпе ĕçлеме кăсăклă, хăйнеевĕрлĕ палăртăççĕ ĕçченсем. ИРИНА СКУРАТОВА: «Хăнăхтарас пулать çавăн пекех. Апат çитерес пулать лартса. Выляс пулать вĕсемпе. Теттесемпе выляттаратпăр». Археологи пӳлĕмĕ, ял хуçалăх шкулĕ, ача-пăча лапамĕ тата ытти те. Садикре тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Массăллă информаци хатĕрĕ те пур кунта. Вĕсем «Хĕвел пайăркисем» хаçат кăлараççĕ. Ача-пăча студийĕ те йĕркелеççĕ. Малашне унта мультфильмсем ӳкерме палăртаççĕ. Ку садикре финанс пĕлĕвне те тимлĕх уйăраççĕ. Укçана тĕрĕс тытма, перекетлеме вĕрентеççĕ
Back to Top