Республикра ккр шыине хир крешмелли уйхлх пырать
Чӑваш Енре онкологипе чирлекенсен йышӗ ӳссех пырать. Амака асӑрхаса шала кайма парас мар тесен кашнин харпӑр хӑйне упрамалла, профилактика тӗрӗслевӗ тухмалла. Кун пирки тухтӑрсем Сывлӑх сыхлавӗн министерствинче иртнӗ брифингра тепӗр хут аса илтерчӗҫ.
Кӑкӑр ракӗ - чи анлӑ сарӑлнӑ усал шыҫӑ. Раҫҫейре ҫулсерен тухтӑрсем 70 пин ытла пациентӑнне ӑна тупса палӑртаҫҫӗ. Иртнӗ 15 ҫулта ҫак амакпа аптракансен йышӗ 2 хут ытла ӳснӗ. Чӑваш Енре кӑҫалхи 9 уйӑхра 414 хӗрарӑмӑнне кӑкӑр ракӗ пуррине асӑрханӑ. Пӗлтӗр ҫак тапхӑрта 381 тӗслӗх пулнӑ. Чире шала кайиччен асӑрхасан сывалма ҫӑмӑлрах. Ҫавна май республикӑра профилактика ӗҫне йӗркелеҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 25-26-мӗшӗсенче Ҫӗнӗ Шупашкарта кӑкӑр ракне хирӗҫ кӗрешмелли акцисем иртӗҫ. Ҫак кунсенче хула больницинче куҫса ҫӳрекен маммографи комплексӗ ӗҫлӗ. Кӑмӑл тӑвакансем 8-тан пуҫласа 16 сехетччен тӗрӗсленме пултарӗҫ.
Алёна Артемкина, Андрей Шоклев
Первоисточник