Республикӑри театрпа концерт учрежденийӗсем ҫӗнӗ сезона уҫма хатӗр

Паян Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 107-мӗш пултарулӑх тапхӑрне пуҫарса ярать. Куракансем Александр Артемьевӑн повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ “Салампи“ спектакле хаклама пултарӗҫ. Чӑваш патшалӑх академи симфони капелли вара Республика Пуҫлӑхӗн гранчӗпе лартнӑ “Чӑваш Енӗн вокал картти“ проекта пахалама чӗнет. Пурӗ ҫулталӑк вӗҫлениччен кӑна 20 ҫӗнӗ спектакльпе 13 концерт программи кун ҫути курмалла. Кун пирки культура сезонӗ пуҫланнине халалланӑ савӑнӑҫлӑ пухура пӗлтерчӗҫ.
Back to Top