Наукӑшӑн калама ҫук пысӑк ҫухату

Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Раҫҫей тата Чӑваш Республикин аслӑ шкулӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторӗн Николай Кириллович Кириллов профессорӑн чӗри тапма чарӑннӑ. - Ку  калама ҫук пысӑк ҫухату, наукӑшӑн, професси пӗрлӗхӗшӗн. Тӑванӗсемпе, ҫывӑх ҫыннисемпе пӗрле хурланатпӑр, - тенӗ Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев. Николай Кириллова юлашки ҫула паян ӑсатаҫҫӗ. Сыв пуллашу Аграри университечӗн залӗнче 12 сехет ҫурӑра пуҫланать.
Back to Top