Национальное телевидение Чувашии Шупашкарта сран перчеткелл спортсменсем тупша

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Чи тÿсĕмлисем те патваррисем. 35 регионти 475 спортсмен çак кунсенче бокс ăмăртăвĕнче тупăшать. «Раççей» ятпа иртекен профсоюз первенстви 15-мĕш çул ĕнтĕ Шупашкар хулинче иртет. Унта çĕнтерекенсем Чăваш Ен Пуçлăхĕн Олег Николаевăн парнисене тивĕçеççĕ. Ринг çинче хуçаланакан хĕрÿ вăй виçевне пирĕн пултарулăх ушкăнĕ те сăнарĕ. Чĕрере – хумхану, ĕмĕтре – çĕнтерÿ. Çакнашкал кăмăл-туйăмпа тупăшу лапамне тухаççĕ те спортсменсем. Вĕсен вăй-халĕнчен хальхинче Раççей первенствине хутшăнма май паракан шанăçа çĕнсе илесси те килет. Çавăнпа та боксерсемпе пĕрлех тренерсем те хытă пăлханаççĕ. СЕРГЕЙ СЕМЕНОВ: «Ку тĕлпулусем боксерсем хушшинче питĕ çăмăл тесе калама çук, питĕ йывăр иртеççĕ. Вĕсем пурте пĕр пек хатĕрленнĕ. Кунта пуçлаканнисем çеç мар, темиçе çул хатĕрленнĕ спортсменсем, боксерсем, кунта вĕсене пăхма илемлĕ, мĕншĕн тесен пурте хатĕрленнĕ». Çамрăк спортсменсене бокс эрни пуçланнă ятпа республика ертÿçи Олег Николав та саламларĕ. «Ӳкекен мар, ӳкнĕ хыççăн ура çине çĕкленекен çеç çĕнтерÿçĕ ята тивĕçет», – палăртрĕ вăл. Сăмах май, çак ăмăртăва Чăваш Енре ирттерни çамрăк ăрăва та бокспа кăсăкланма чĕнет. Паянхи кун тĕлне республикăра виçĕ пин çурă çын çак спорт енĕпе туслă. Вĕсенчен 19-шĕ регион чысне хÿтĕлет. ГЕННАДИЙ ЕГОРОВ: «Эпир кун чухлĕ ача килессе шанманччĕ. Пурне те йышăнтăмăр, тепĕр ринг лартма май килчĕ пирĕн. 2 ринг çинче ăмăрту пырать. Ку ачасене тата çÿллĕрех шая çĕкленме май паракан ăмăрту». Тупăшу лапамĕнче кунсеренех 80 спортсмен тĕл пулать. Сăран перчеткеллĕ хастарсенчен хăшĕсем пъедестал çине хăпарма пултарнине юпа уйăхĕн 3-мĕшĕнче пĕлме пулĕ. Юлия Адюкова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев
Back to Top