[Национальное телевидение Чувашии] Çĕнĕ ферма хута кайрĕ

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Çĕнĕ фермăсем хута каççĕ, ялсем аталанаççĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев паян ĕçлĕ çул çӳревпе Хĕрлĕ Чутай тата Çĕрпӳ тăрăхĕсенче пулчĕ. Унта вăл выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен инвестици проекчĕсене мĕнлерех пурнăçланипе паллашрĕ. Юхан шыв çăл куçран пуçланать теççĕ, пысăк тĕллев – вара пĕчĕккинчен. Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Тарапай ялĕнчи «Коминтерн» кооператив та çавнашкалах. Малтанласа хуçалăхра çĕр ĕçĕпе ытларах ĕçленĕ. 2016-мĕш çулта вара хуçалăх ертӳçи Альбина Новикова Раççей Президенчĕпе Владимир Путинпа иртнĕ тĕл пулăва хутшăннă. «Çĕршывра выльăх-чĕрлĕх тытăмне аталантармалла» тесе каланине вăл чĕнӳ евĕрех йышăннă. Хăйĕн умне тĕллев лартнă, ăна пурнăçлама тытăннă. АЛЬБИНА НОВИКОВА: «Пĕр витине турăмăр, лайăх пек, кайран, витине тунипе вĕт-ха, ĕнине сумалли кирлĕ, доильный-молочный блокне турăмăр. Ăна тусан кайран 2-мĕш витине те тăвăпăр терĕмĕр». Пысăк ĕçе пурнăçлама çăмăл пулман, çапах та Раççей Правительстви те, Чăваш Ен ертӳлĕхĕ те тĕрев парса пынă, тăкаксене саплаштарма пулăшнă. Çапла майпа ĕнтĕ халĕ производство хăйĕн вăйне çулсеренех ӳстерсе пыма тăрăшать. Паянхи кун тĕлне хуçалăхра 2156 пуç. Ку пĕлтĕрхипе танлаштарсан 6 процент ытларах. ЛЮДМИЛА БАШКИРОВА: «Тĕрлĕрен пулаççĕ вĕсем, пăрушкасем, хăшĕсем питĕ хытă ачашланаççĕ, пирĕн пата пыраççĕ, хăшĕсем тарма пултараççĕ. Ĕçлеме килĕшет, лайăх условисем туса панипе пире халь лайăх, малтанхи пек мар». Выльăх-чĕрлĕх шутне ӳстерес тĕллевпех кооперативра çĕнĕ вите хута ячĕç. Вăл 3 уйăха çитнĕ 500 пуç пăрăва йышăнĕ. Унта вĕсем çулталăка çитичченех çитĕнĕç. Витене инвестицисем пулăшнипе хута янă. 310 миллион тенкĕ укçапа 2017-мĕш çултан пуçласа паянхи кунччен ĕне усрамалли 2 вите, ĕне сумалли уйрăм та уçнă. Коопертив кунпа анчах чарăнса тăрасшăн мар. Çитес вăхăтра çулталăка çитнĕ пушмак пăрусемпе вăкăрсене усрамалли тепĕр вите хăпартасшăн. Çĕрпӳ тăрăхĕнчи Чурачăк ялĕнчи «ВДС» пĕрлешӳ те инвестици проекчĕ пулăшнипе ферма çĕклет. Ĕçсем еплерех пынипе регион ертӳçи Олег Николаев та паллашрĕ. Ун хыççăн вăл муницпалитет округĕсен тата район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу ирттерчĕ. Тĕл пулура вĕсем агропромышленноç комплексне аталантарассипе çыхăннă ыйтусене тишкерчĕç. – Çак ĕçсене, ман шутпа, енчен те эпир вăхăтра туса пырсассăн, паллах, пирĕн пурнăç та хăвăртрах ылмашăнса пырĕ, экономика та ял тăрăхĕнче аталанĕ, çынсем те тата та ытларах савăнăçлăрах ял тăрăхĕнче е ял тăрăхĕпе, ял хуçалăхпа хăйсен пурнăçне çыхăнтарма кăмăл тăвĕç.
Back to Top