Мăн Сĕнтĕр ачисем «МедиаВзлет» фестивале хутшăнаççĕ

«МедиаВзлет» регионсен хушшинче иртекен фестивале хутшăнма кăмăл тăвакансен шучĕ кунсеренех ӳссе пырать. Ăмăртăва йĕркелекенсем хальхи вăхăтра çамрăк корреспондентсен заявкисене йышăнаççĕ. Муркаш тăрăхĕнчи Верендеев ячĕллĕ Мăн Сĕнтĕр шкулĕнче вĕренекенсем те фестивальтен айккинче юласшăн мар. Тӳресене вĕсем хăйсен пултарулăхĕн темиçе енлĕхĕпе тĕлĕнтересшĕн.
Back to Top