Тротуар çук

Автомобильсем валли - пур, çынсем валли вара - çук. Редакцие шăнкăрав çитрĕ. Шупашкарти Афанасьев урамĕнчи 9-мĕш çуртăн иккĕмĕш корпусĕнче пурăнакансем çуран çӳрекен çул юрăхсăр иккене пĕлтерчĕç. Кĕçех Вĕренӳ çулĕ çывхарать. Ачасен шкула мĕнле çитмелле? Ку ыйтăва пирĕн пултарулăх ушкăнĕ вырăна тухса тишкерчĕ.
Back to Top