Александр Васильев - Ах, мур тупата

(Кĕвви Н. Заводскован - Сăмахĕсем Н. Сильпи.) АХ МУР кĕвви Н.Заводскован сăвви Н.Силпин 1. Вăрттăн пăхса саврăм-ши Сар хĕвеллĕ çуркунне Ыр кăмăлшăн саврăм-ши Сар чечек пек чиперне Х.ю.: Ах, мур, тупата Час тухсамччĕ урама Çутă-çутă çăлтăрне Парнелесчĕ ман сана Эсĕ мана савăн-ши Юратса çут тĕнчере Ырă сăмах калăн-ши Чĕрере чух çуркунне Х.ю.: Тур çырни эс пултăн-ши Канлĕх çĕтрĕ чĕрере Эсĕ манăн пулăн-ши Савнă тусăм ĕмĕре Х.ю.: Ах, мур тупата Юрататăп эп сана Час тухсамччĕ Урама Манăн савнă хĕрача
Back to Top