„Симĕс çĕлене“ çĕнтерме пулать – йăлтах çынран хăйĕнчен килет // ГТРК “Чувашия“. .

Пĕри тăн çухатса урисене тăм илтернĕ, тепри килĕнче пушар кăларса пачах урасăр тăрса юлнă. Çакăн пек инкексем патне эрех-сăрапа иртĕхни илсе çитерет. Ĕçкĕçcем хăйсен сывлăхне сиен кӳнипе пĕрлех тăванĕсен пурнăçне те йывăрлатаççĕ. „Симĕс çĕлен“ ытамĕнчен хăтăлма пулать-и? Елена Дмитриева корреспондент каласа кăтартать. Владислав Родионов наркологи диспансерĕнчи реабилитаци уйрăмне кашни эрнерех килет. Икĕ çул каялла вăл арăмне çухатнă. Хуйхине путарас тесе эрехпе туслашнă. Владислава тухтăрсем патне хĕрĕ илсе килнĕ. Кунти специалистсем пулăшнипе арçын тинех хăрушă чиртен хăтăлма пултарнă. Ун пеккисем валли наркологи диспансерĕнче темиçе ятарлă ушкăн ĕçлет. Ушкăнрисем пĕр-пĕрне ырă сăмахпа хавхалантарса, пулăшсах тăраççĕ. Чи хастаррисем вара район-хуласене тухса çӳреççĕ, чирлĕ çынсемпе тĕл пулаççĕ. Наркологи диспансерĕнчи реабилитаци уйрăмĕнче ĕçкĕçсемпе наркомансем хăйсен ирĕкĕпе тӳлевсĕр сипленме пултараççĕ. Кунта вĕсене тивĕçлĕ пулăшу параççĕ.
Back to Top