Ҫамрӑк дизайнер “Хитре“ ятпа куллен тӑхӑнмалли тум-тир ӑсталать

Хамӑр халӑх тӗрри-эрешӗпе илемлетнӗ ҫи-пуҫ ҫамрӑксене те килӗшет, аслисен чунӗнче те ырӑ туйӑм ҫуратать. Ҫакна этнотум хатӗрлекен ҫамрӑк дизайнер Екатерина Малинина та ӑнланса илнӗ. Чӑваш тӗррин музейӗнче вӑл шутласа тупнӑ “Хитре“ брендпа ҫӗленӗ япаласен пӗрремӗш куравӗ уҫӑлчӗ. 
Back to Top