[Национальное телевидение Чувашии] Чунтан эрешленĕ парне

🎯 Загружено автоматически через бота: 🚫 Оригинал видео: 📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал. ✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его. 📃 Оригинальное описание: Чăваш Енре «Салтака сăмса тутри парнеле» акци пырать. Кăмăл тăвакансем пурте унта хутшăнма пултараççĕ. Сăмса тутрисене мĕнле эрешлеççĕ-ха? Парне хатĕрленĕ чухне мĕн шута илмелле? Çаксене Алина Сусметова Чăваш тĕррин музейне çитсе уçăмлатрĕ. Акци пирки юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнче пĕлтерчĕç. Вăхăт нумай та иртмен. Ĕçсем килме пуçланă та. НАДЕЖДА СЕЛЬВЕРСТРОВА: «Паянхи куна 500 ытла салтак тутри илсе килсе пачĕç. Çынсем шăнкăравлаççĕ, ыйтаççĕ. Шкулсенчен, культура керменĕсенчен. Районсем пирки калас пулсан, питĕ хастар ĕçлекенсем патăрьелсем пулчĕç. Халь илсе килсе парас текенсем пур-ха, пирĕн хатĕр тесе шăнкăравлаççĕ». Ырă ĕçе хутшăнса сăмса тутри тĕрлекенсене Чăваш тĕррин музейĕн ĕçченĕсем 4 символпа уçă курма сĕнеççĕ. Ку паллăсене ĕлĕкхи арçын кĕписенче курма пулать. Вĕсем пурте вăйлă, хӳтлĕх символсем шутланаççĕ. Вĕсем çак çынна, сăмса тутрине юнашар йăтса çӳрекене хӳтĕлеме пултараççĕ. НАДЕЖДА СЕЛЬВЕРСТРОВА: «Вĕсенчен пĕри – кайăк палли. Вăл çӳл тӳперен сыхласа тăраканскер. Ăна салтак тутăрĕсенче çеç усă курмаççĕ. Çак паянхи куна илсен питĕ вырăнлă пулмалла. Тепĕр паллă – вут палли. Вут паллине нумай чухне арçынсен шупăрĕ çинче уçă кураççĕ. Шупăр тăхăнакансем ахаль çынсем пулман. Вĕсем е туй пуçĕсем пулнă, е мăчаварсем пулнă. Ку вăл çак арçын питĕ хăватлă, вăйлă пулнине пĕлтерет. Вут палли вăл – пурнăç палли». Пехил паллине те кĕртнĕ музей ĕçченĕсем. Пысăк ĕçсем умĕн яланах пил панă. Ĕлĕк-авалтан салтака каякана та каялла ырă-сывă таврăнма пехилленĕ. Паллах, ама йывăççине те эрешлеме пулать. Вăл – пурнăç. Ун çине пăхсан хамăр несĕлсене мала кăларатпăр. Кунта иртни, хальхи тата малашлăх куç умне тухать. ИРИНА МЕНЬШИКОВА: «Тĕрĕссипе каласан, мĕн тĕрлес тетĕн, хăть те мĕн те тĕрлеме пулать. Алăпа тĕрленĕ чухне хĕрача, хĕрарăм ку кам валли тĕрленине шутлать. Мĕн валли тĕрленине шутлать. Çавăнпа та хăть те мĕн тĕрлесен салтаксен аллине лекекенсем управ пулаççĕ». Чăваш наци музейĕ салтаксем валли тутăрсем тĕрлеме сĕнсен республикăри хăрарăмсен канашĕн пайташĕсем хаваспах килĕшнĕ. Алла йĕппе çип тытасси вĕсемшĕн çĕнĕлĕх мар, чăваш хăрарăмĕ мĕн авалтан тĕрлеме юратнипе палăрать. Чăваш Енри хĕрарăмсен канашĕн ертӳçи Наталья Николаева каланă тăрăх, пур районта та акци пирки хыпара хапăлласах йышăннă. Кукамăшĕ-асламăшĕ, амăшĕ, мăшăрĕ, аппăшĕ, йăмăкĕ, инкĕшĕ, савнийĕ – салтак атти тăхăнакан валли тутăр тĕрлекен йышĕнче такам та пулма пултарать. «Çĕршыва сыхлакансем парнене алла илсен ăшăлăха, чуна парса ĕçленине туйччăр», – çак тĕллевпе акцие пуçарнине калать Наталья Алексеевна. Юратса чунтан тĕрленĕ ĕçсене вара кĕçех çĕршыва хӳтĕлеме каякансем патне çитерĕç. Алина Сусметова, Бахтияр Велиев, Юрий Марков
Back to Top