🎯 Загружено автоматически через бота:
🚫 Оригинал видео:
📺 Данное видео принадлежит каналу «Национальное телевидение Чувашии» (@ntrk21). Оно представлено в нашем сообществе исключительно в информационных, научных, образовательных или культурных целях. Наше сообщество не утверждает никаких прав на данное видео. Пожалуйста, поддержите автора, посетив его оригинальный канал.
✉️ Если у вас есть претензии к авторским правам на данное видео, пожалуйста, свяжитесь с нами по почте support@, и мы немедленно удалим его.
📃 Оригинальное описание:
Уяр çанталăк тăни çĕр çинче ĕçлекене те пулăшать. Хуçалăхсенче кĕске вăхăтра нумай ĕç туса ирттермелле. Чăваш Енре хальлĕхе 208 000 гектар çинче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене акнă. Канаш, Шăмăршă, Çĕмĕрле, Елчĕк тăрăхĕсенче ку ыйтупа текех пуç ватмаççĕ. Тата 9 муниципаллă округра акана вĕçлесе пыраççĕ.
Планпа палăртнине 90 процент ытла пурнăçланă. Чăваш Республикин ял хуçалăх министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, Патăрьел, Канаш, Елчĕк тăрăхĕсенче пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене нумай лаптăк çинче акаççĕ, вĕсен кăтартăвĕ 15 000 гектартан та иртет. Çĕмĕрлесен вара планпа ку ĕçе 4 000 яхăн гектар çинче çеç пурнăçламалла. Элĕксен, йĕпреçсен, хĕрлĕ чутайсен, сĕнтĕрвăррисен, шăмăршăсен çураки ирттермелли лаптăк 10 пин гектар майлă çеç.
Хуçалăхсенче ытларах урпа акаççĕ. Кунта çакна та палăртса хăвармалла, пĕрчĕллĕ культурăсемпе ĕçлекенсене патшалăх пулăшăвĕ те пур. Раççей Федерацийĕн Правительстви 65 региона 10 миллиард тенкĕ памалла тесе йышăннă. Куккурус, урпа, ыраш, тулă акса тăкакланнин çуррине хуçалăхсем каялла тавăрма пултараççĕ. Чăваш Ене ку енпе 57 миллион та 600 пин тенкĕ килет. Ку иккĕмеш хут паракан пулăшу. Маларах республикăна 57 миллион та 200 000 тенкĕ куçарнă. Хăмлапа ĕçлекен хуçалăхсем кăçал пĕлтĕрхинчен нумайрах. Вăрнар, Сĕнтĕрвăрри, Вăрмар, Çĕрпӳ, Шупашкар, Етĕрне тăрăхĕсенче 122 ытла гектар çинче тĕп тымарсене каснă. Пĕлтĕрхи çак вăхăтри кăтарту 30 гектарпа çеç танлашать. Хăмла çакасси те вăй илет. Хальлĕхе ку ĕçе 85 гектар çинче пурнăçланă. Кунта вăрмарсемпе етĕрнесен тӳпи пысăк.
1 view
11
6
1 month ago 00:01:36 1
[Национальное телевидение Чувашии] 59-мĕш шкулта телестуди уçăлчĕ
1 month ago 00:00:31 1
[Национальное телевидение Чувашии] День Республики в Козловском районе