Врман ывхнче уйрмах асрханулл пулмалла
Чӑваш Енре пушара хирӗҫ кӗрешмелли ятарлӑ йӗрке вӑя кӗнӗ. Апла пулин те “хӗрлӗ автан“ 13 хут алхасма ӗлкӗрнӗ. Вӗсем пурте типӗ курӑк ҫунтарнипе ҫыхӑннӑ. Пушарсен шутне чакарас тӗллевпе Раҫҫей чрезвычайлӑ лару-тӑру министерствин республикӑри тӗп управленийӗнче ӗҫлекенсем профилактика рейчӗсем ирттереҫҫӗ.