Раҫҫейӗн тӗрленӗ картти Мускаври ВДНХра иртнӗ курав-форумра ҫынсене чылай вӑхӑт мӑнаҫлантарнӑ хыҫҫӑн тӑван тӑрӑха - Чӑваш наци музейне таврӑннӑ. Пӗтӗм ҫӗршыва пӗрлештерекен анлӑ проект малашне куракансене мӗнпе савӑнтарӗ? Кун пирки журналистсене культура министрӗ Светлана Каликова тата Чӑваш наци музейӗн ертӳҫи Ирина Меньшикова каласа кӑтартрӗҫ.